Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑха латиница ҫӑлӗ

Чӑваш ҫырулӑхӗнче кириллицӑна пӑрахмалла, латин графики ҫине куҫмаллах. Ҫак хамӑн шухӑша тӗслӗхсемпе ӑнлантарасшӑн. Сӑмахсене асӑрхӑр: ил, им, мел, пир, тир, тип, пил.
Ҫак сӑмахсене мӗнле чӗлхепе вуларӑр? Паллах, чӑваш сӑмахӗсем хушшинче вӗсем урӑхла вуланаҫҫӗ, вырӑс вулавӗнче ҫак сӑмахсен ҫемҫелӗхӗ ҫухалать.
Чӑваш сӑмахӗсемпе вырӑс сӑмахӗсене тата сӑмахсенчи пӗр пек сыпӑксене вуласа танлаштарар:

чӑваш сӑмахӗсемвырӑс сӑмахӗсем
илил /юшкӑн/
мелмел /пурӑ/
пилпил /ӗҫнӗ/
и/леткот/лет
и/летпи/шет
тетка/тет

Паллӑ тунӑ сӑмахсене те, сыпӑксене те чӑваш чӗлхинче те, вырӑс чӗлхинче те пӗр пекех ҫырнӑ, анчах сыпӑк вӗҫӗнчи хупӑ сасӑ тӗрлӗ чӗлхере тӗрлӗрен илтӗнет, чӑвашсен — ҫемҫе, вырӑссен хытӑ.
Вырӑс чӗлхинче сыпӑк вӗҫӗнчи хупӑ сасӑ ҫемҫен илтӗнсен ҫемҫетекен /ь/ паллӑ ҫыраҫҫӗ, чӑвашсем — ҫырмаҫҫӗ. Татах пӗр-пӗрне хирӗҫлекен тӗслӗхсем илсе танлаштарар:
чӑваш сӑмахӗсемвырӑс сӑмахӗсем
кинкинь / ывӑт/
мелмель /ӑшӑх вырӑн/.
кӗ/ренси/рень
хӗ/велвель/ ветка

Уйӑрса кӑтартнӑ сӑмахсем е сыпӑксем пӗр пекех илтӗнеҫҫӗ, анчах ҫырасса тӗрлӗ чӗлхере тӗрлӗрен ҫыраҫҫӗ.
Чаваш чӗлхи ҫемҫе чӗлхе. Унӑн ҫемҫелӗхне чӑваш ҫырӑвӗнче, вырӑс чӗлхинчи пек, ҫемҫетекен /ь/ паллӑпа палӑртса пӗтерме ҫук.
Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхинче вырӑс чӗлхинчен улшӑнмасӑр кӗнӗ сӑмахсем нумай, шучӗ ҫулсеренех ӳссе пырать, вӗсене пурне те вырӑс чӗлхин саккунне пӑхӑнса вулатпӑр тата ҫыратпӑр. Вырӑс чӗлхин витӗмне пула чӑваш сӑмахӗсене те вырӑслатса ҫыра пуҫларӗҫ. Ҫемҫе сӑмахсенче ҫемҫетекен /ь/ паллӑ ҫырмалла мар тени ачасен пуҫӗнчен тухса пырать. Вӗсен чӑвашла ҫырнӑ ӗҫӗсенче ильсе, кильте, ӗҫлеть, вӗреньтеть йышши йӑнӑшсем нумайлана пуҫларӗҫ. Мӗне пӗлтерет ку? Вырӑссен кириллици чӑваш чӗлхин тӗп паллине - сингармонизм саккунне - аркатнине палӑртать.
Ӗлӗк хут пӗлмен асанне кӗнеке-хаҫат тытсан ҫапла калатчӗ: "Хут ҫине тӗрлесе тултараҫҫӗ". Паян кун вырӑссен те кириллица, пирӗн те кириллица. Вырӑссен вулавӗпе ҫырӑвӗнче те, чӑвашсен вулавӗпе ҫырӑвӗнче те пӗр пек "тӗрӗсемпех* усӑ куратпӑр. Анчах та чӗлхи пӗр мар-ҫке!
Чӑваш чӗлхи ҫепӗҫ чӗлхе терӗмӗр. Унӑн ҫепӗҫлӗхне вырӑс чӗлхи, вырӑссен кириллици таптать. Кун ҫинчен те тӗслӗхсемпе тӗплӗн ӑнлантарма пулать, анчах та ахаль те илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсем вулаканӑмӑрсене йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ пуль. Манӑн хамӑн 8 ача хушшинче те мӗне кирлӗ вӑл чӑваш чӗлхи текенни пур та /ҫапла каланинче вӗсен — ачасен — айӑпӗ ҫук, чӑваш шкулӗсене вырӑслатса ячӗҫ вӗт/. "Хыпар" хаҫата вулакансем хушшинче те ун пеккисем пурах. Юлашкинчен пур пӗрех ҫырура пӗр-пӗрне хирӗҫлекен тепӗр йышши тӗслӗхсене танлаштарса парас килет.
чӑваш сӑмахӗсемвырӑс сӑмахӗсем
калчамальчик
шалчапальчик

Вырӑс чӗлхинче ч сасӑ умӗнче тӑракан л саспалли ҫемҫен илтӗнсен л хыҫҫӑн ҫемҫетекен /ь/ паллӑ ҫыраҫҫӗ, эпир — ҫырмастпӑр. Чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхине тӗплӗн танлаштарса тишкерсе тухсан пирӗн шкулта вӗренекен ачасене пӑтраштараканни, арпаштараканни темӗн чухлех пулнине асӑрхатӑн.
Чӑваш ҫырӑвӗ латиница ҫине куҫсан чӑваш чӗлхине вӗренесси самаях ҫӑмӑлланӗччӗ. Ахальтен мар ӑслӑ ҫынсем чӑваш ҫырулӑхне тунӑ чухнех латин графикине тӗпе хумалли ҫинчен шухӑшланӑ. И.Я.Яковлев чӑваш ҫырулӑхне латиницӑпа палӑртма пултарайнӑ пулсан, чӑвашсемшӗн ӗмӗр-ӗмер мухтавлӑ ҫын пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл чӑвашсемшӗн тӑрӑшнӑ тесе мухтанатпӑр, ҫук ҫав, пустуй шавлатпӑр, чуралӑх туйӑмӗнчен хӑтӑлайман вӑл.
Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхем! Атте-анне чӗлхи, ҫуралсанах тымарланса чун-чӗрене кӗрсе вырнаҫнӑ кӗвӗллӗ сасӑ чӗлхи. Ӑруран ӑрӑва куҫса пырса ҫак тарана ҫитнӗ чӗлхемӗре ача-мӑрсенчен, мӑнукӑмӑрсенчен кам туртса илесшӗн?
Хамӑр чӑвашсемех — килпетсӗр ҫынсем, манкуртсем, канлӗ пурнӑҫ пурнассишӗн пурне те сутма хатӗррисем. Вырӑссем хӑйсен аллипе мар, пирӗн алӑпах "кӑвар" туртаҫҫӗ — вырӑслантараҫҫӗ.
Чӑвашлӑхран кулни мар-и вара прокурорсемпе судьясем чӑваш чӗлхине суд туса ларни. Ку мӑшкӑла мӗнле тӳсмелле?! Чӑтма май ҫук!!! Курӑмлӑ чӑвашсем мӗн тӑваҫҫӗ? Эпир мирлӗ халӑх тесе палкаса пурнаҫҫӗ. /Каҫарӑр, чӑн чӑвашсем, ку сӑмахсене хӑвӑр ҫине ан илӗр. Эпӗ чӑн чӑвашсем умӗнче пуҫӑма таятӑп/.
Ӗненӗр, чӑвашсем, тӑванӑмӑрсем, шанчӑк, ҫӑлӑнӑс кириллицӑна пӑрахса латин графикине йышӑннинче. Паян кун ниме пӑхмасӑр ҫак утӑма тума хатӗрленер. Аса илер кӳршӗри тутарсене, манар мар унта пурӑнакан чӑваш халӑхӗ ҫинчен. Тутарсемпе пӗр вӑхӑтрах латиницӑна йышӑнмасан, эпир Тутарстанри чӑвашсене те пуҫӗпех ҫухататпӑр.
Кириллицӑна латин графикипе улӑштарнине хӑнӑхма йывӑрах пулас ҫук. Пӗррехинче "Хыпар" хаҫатра латин графикипе ҫырнӑ чӑвашла статья пичетленнӗччӗ. Ман упӑшка, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫичӗ класс пӗтернӗскер, ҫак статьяри латиницӑпа ҫырнӑ текста тӗп-тӗрӗсех чӑвашла вуласа лара парать — тӗлӗнсех кайрӑм. Телевидени рекламинче те тӑтӑшах латиницӑпа ҫырнӑ сӑмахсене куратпӑр, вӗсем мӗнлерех янӑранине илтетпӗр. Урӑхла каласан, латин графики шкулта ют чӗлхе вӗреннӗ чӑвашсемшӗн курман-илтмен япала мар, чӑваш чӗлхинчи сӑмахсене сӗнӗ саспаллисемпе ҫырма пуҫлани йывӑрлӑх патне илсе ҫитерес ҫук.
Эпӗ "Хыпар" хаҫатра хушӑран латин графикипе ҫырнӑ чӑвашла ҫӑмӑл текстсем пичетлеме ыйтатӑп.
Анисия Ермошкина, педагог-пенсионерка
Патӑрьел районӗ, Ҫӗньял ялӗ.
«Хыпар кӗнеки», 25/5/, Шупашкар, 1997, юпа, 24


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-19 22:38:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7812 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем